Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче пушар пулнӑ. Унта, шел те, икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Напольное ялӗнче 93 ҫулти арҫыннӑн ҫурчӗ ҫуннӑ. Хӑй кил хуҫи пушарта ҫунса вилнӗ. Вӑл кӑна мар, унӑн ывӑлӗ те инкекре пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Арҫын 1958 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ.
Ӗнер Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнче те пушар алхаснӑ. Унта 81 ҫулти арҫыннӑн хуралтисем сиенленнӗ.
Сӑмах май, канмалли кунсенче республикӑра 8 пушар пулнӑ.
Кӑшӑлвируспа кӗрешекен оперштаб ларӑвӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер республикӑра пӗр пульница кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пӑрахнӑ.
Сӑмах Канаш районӗнчи тӗп пульница пирки пырать. Вӑл Шӑхасан ялӗнче вырнаҫнӑ. Тек унта кӑшӑлвируспа чирлисене сиплемӗҫ. Унтан пациентсене кӑларнӑ, дезинфекци тунӑ хыҫҫӑн яланхи режимпа ӗҫлеме тытӑнӗҫ, унчченхи пекех 120 койка пулӗ. Ҫапла майпа ҫынсем пульницӑра ытти профильпе те пулӑшу илме пултарӗҫ.
ШӖМ ӗҫченне пушарта ҫынна ҫӑлнӑшӑн РФ ШӖМӗн медалӗпе чысланӑ. Ӗҫтешӗсем кун пирки тӳрех пӗлмен.
Кӑрлач уйӑхӗнче Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Полицин аслӑ сержанчӗ Александр Степанов дежурствӑран таврӑннӑ чухне тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Ҫывӑхарах пынӑ та тайкаланакан ҫынна курнӑ. Вӑл шалта пӗлӗшӗ пулнине каланӑ.
Полицейски чӳречерен кӗрсе 55 ҫулти арҫынна уҫӑ сывлӑша илсе тухнӑ. Тумӗ ҫунса кайнине, брелокӗ ирӗлнине кайран тин асӑрханӑ. Кайран вӑл ҫӑлавҫӑсене пушара сӳнтерме пулӑшнӑ.
Ҫак кунсенче ҫынсем урамра шӑнса пӑсӑлнӑ тӗслӗхсем йышланнӑ. Вӗсенчен хӑшӗсем ӳсӗр пулнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче васкавлӑ пулӑшу машинисен сакӑр ҫын патне ҫитме тивнӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнче 79 ҫулти арҫын картишне тухсан ӳкнӗ те тӑрайман. Икӗ сехет выртнӑ вӑл. Кайран ӑна тӑванӗсем асӑрханӑ, тухтӑрсене чӗнсе илнӗ. Канаш районӗнчи 62 ҫулти хӗрарӑм кил хушшине тухсан пуҫ ҫаврӑннипе ӳкнӗ. Ҫитменнине вӑл ӳсӗр пулнӑ. Сивӗре 4 сехет выртнӑ. Унӑн ал сыппине тӑм илнӗ. Канаш хулинче 29 ҫулти арҫын пушмак тӑхӑнмасӑрах ӳсӗр пуҫпа урам тӑрӑх утнӑ.
Республикӑн катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнисем – 29-89 ҫулти ҫынсем.
Вӑйӑран вӑкӑр тухать тесе ваттисем тӗрӗсех асӑрхаттараҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗ тӗлӗнче пиротехникӑна пула шар куракансем кашни ҫулах тупӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫаплах.
Канаш районӗнче пурӑнакан 32 ҫулти арҫын пӳрнине тата ал сыппине ыраттарнӑ. Инкек петарда чӗртме хӑтланнӑ чух пулса иртнӗ. Шупашкарта 42 ҫулти хӗрарӑм ӗҫрен таврӑннӑ чух шар курнӑ. Ун тӗлне петарда сирпӗнсе ӳкнӗ. Хӗрарӑм ик урине те пӗҫертсе янӑ.
Кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Улатӑрта 9 ҫулти ача аллинче петарда ҫурӑлса кайсан сулахай алли аманнӑ. Ҫав кунах Сӗнтӗрвӑрри хулинче 13-ри арҫын ача петардӑпа куҫне пӗҫертсе янӑ.
Шупашкартан Мускава 6-7 сехетре ҫитейӗн. «Мускав – Чулхула – Хусан» М-12 ҫула хута ярсан ҫапла пулӗ. Проекта ӗнер Ҫӗмӗрле районӗнче сӳтсе явнӑ чухне Чӑваш Ен транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхн министрӗ Владимир Осипов йӗркелӳ ӗҫӗнче хӑш-пӗр ыйту пуррине палӑртнӑ. Тӗслӗхрен, хӑйӑра ӑҫтан турттарасси паллӑ мар.
Машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремели ҫул «Европа – Хӗвеланӑҫ Китай» пӗтӗм тӗнчери транспорт маршручӗн пӗр пайӗ пулӗ. Пирӗн республикӑра ку ҫул 94 километр тӑршшӗ пулӗ, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш, Тӑвай районӗсемпе иртӗ.
Ҫулла машинӑсене ҫав ҫул ҫинче пӗр сехетре 130 километр таран хӑвалама май килӗ, хӗлле — 110 километр.
Строительство ӗҫне кӑҫал пуҫӑнмалла, 2021 ҫулхи ҫулла валли туса пӗтермелле.
Канаш районӗнчи шкулсенчен пӗрин директорӗнче ӗҫленӗ арҫын питех те тӗлӗнмелле хӑтланнӑ. Пӗрле ӗҫлекенсене вӑл преми тата укҫан пулӑшу панӑҫи пулнӑ, анчах укҫан пӗр пайне ҫийӗнчех каялла илнӗ.
Шкул директорӗнче тӑрӑшнӑ арҫын ҫапла майпа 2013 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи как уйӑхӗччен хӑтланса пурӑннӑ. Преми парасси ҫинчен калакан приказа кӑларичченех вӑл хӑйӗн ӗҫтешӗсене преми тата укҫан пулӑшнин пӗр пайне хӑйне памалли пирки асӑрхаттарнӑ. Вӑл укҫапа шкулта усӑ курассине ӗнентернӗ. Пуҫлӑха хирӗҫлеме никам та хӑяйман курӑнать. Каланӑ — тунӑ.
Арҫын ҫапла майпа 400 пин тенкӗ ытла илнӗ. Халӗ ӑна суд тунӑ. РФ Пуҫиле кодексӗн 64-мӗш статйипе явап тыттарса 70 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Паян «Раҫҫей чӑваш пики-2020» конкурс иртнӗ. Ӑна ытти ҫулхи пек пысӑк йышпа — тулли залпа — ирттерме май килмен пулин те ӑна пӑхакансем йышлӑ пулнӑ. Онлайн-мелпе йӗркеленӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ епле пынине тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен трансляциленӗ.
Аса илтерер: конкурса хутшӑнакан хӗрсем паян сцена ҫине тухман. Ӗҫсене вӗсем видео ӳкерсе ярса панӑ.
Конкурсра вице-пике ятне Шупашкар хулинчи Виктория Леонтьева тивӗҫнӗ, «Тараватлӑ пике» — Шупашкарти Инесса Шашкина, «Чӑваш Ен тулашӗнчи илӗртӳллӗ пике» — Чӗмпӗр облаҫӗнчи Алина Борисова. «Куракансем килӗштернӗ пикене» куракансем интернет сасӑлав мелӗпе суйланӑ. Вӑл — Елчӗк районӗнчи София Ананьева (Елчӗк районӗ). «Раҫҫей чӑваш пики— 2020» вара — Канаш районӗнчи Анна Беллиева.
Паян Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Валентин Шурчанов вилнӗ. Вӑл 73 ҫул тултарса 74-а кайнӑ. «Новости» Раҫҫейӗн информаци агентствине парламентарипе пӗр партири (Шурчанов — коммунист) ҫын, РФ Патшалӑх Думин граждан обществине аталантарас енӗпе ӗҫлекен комитечӗн пуҫлӑхӗ Сергей Гаврилов пӗлтернӗ.
Вилӗм сӑлтавӗ — кӑшӑлвирус инфекцийӗ. Шурчанов 14 сехет те 40 минутра вилсе кайнӑ.
Парламентари Канаш районӗнчи Кивӗ Шелттӗмре 1947 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш. Чӑваш патшалӑх университетӗнче, ытти ҫӗрте пнлӳ илнӗ.
Пирӗн ҫӗршывра тухтӑрсене яла илӗртес тӗллевпе «Земство тухтӑрӗ» программӑна 2012 ҫулта йышӑнчӗҫ. Ҫавӑнтанпа республикӑра 518 врач ӗҫе вырнаҫнӑ. 2020 ҫулта ялсенче 47 врач ӗҫе пуҫӑннӑ.
«Земство фельдшерӗ» 2018 ҫулта вӑя кӗчӗ. 2020 ҫулта вӑл програмӑпа 78 фельдшер ӗҫлеме тытӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, аякри ялсене ӗҫе вырнаҫнӑ земство тухтӑрӗсемпе земство фельдшерӗсене пӗр хутчен паракан виҫеве пирӗн тӑрӑхра пысӑклатса тӳлеҫҫӗ: врачсене — 1,5 млн. тенкӗ, фельдшерсене — 0,75 млн. тенкӗ.
Земство тухтӑрӗсем Канаш, Шупашкар тата Патӑрьел районӗсене ытларах кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |